Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Республика кунӗ Шупашкарта тата пӗр районта иртет. Ҫитес ҫул уява ӑҫта ирттерӗҫ-ха?
2019 ҫулта Республика кунӗнчи уявсем Шупашкарта тата Улатӑр районӗнче ирттерӗҫ. Ҫавна май муниципалитета грант уйӑрса парӗҫ. Ку укҫа-тенкӗпе районта хӑтлӑх, илем кӗртӗҫ.
Аса илтерер: кӑҫал Республика кунне Шупашкарта тата Красноармейски районӗнче ирттернӗ.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх университечӗн ӗҫченӗн, профессорӑн, чӑваш чӗлхеҫин Виталий Сергеевӑн куҫӗ хупӑннӑ.
Виталий Иванович 1942 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Мартынкассинче ҫуралнӑ. Хӑйӗн пӗр аса илӗвӗнче вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ун чухне вӗсен тӑван ялӗ Красноармейскине кӗнӗ, каярах Элӗк районӗн йышне лекнӗ. «Вырӑнӗ питӗ илемлӗ, Сурӑм вӑрманӗ ҫумӗнче, шывлӑ-вӑрманлӑ, кайӑклӑ», — ӑшшӑн каласа кӑтартнӑ вӑл 2011 ҫулхи кӗркунне.
Хӑй вӑхӑтӗнче шкулта ачасене 4 чӗлхепе — чӑваш, вырӑс, акӑлчан тата нимӗҫ чӗлхисемпе — вӗрентнӗ вӑхӑта педагог ӑсталӑхне туптама май панӑ ҫулсем тесе аса илнӗ.
«Ӑшӑ кӑмӑллӑ. Ӑслӑ. Ҫиччӗ виҫсе пӗрре касакан», — тесе хаклаҫҫӗ профессора унӑн ЧПУри вӗренекенӗ пулнисем.
Виталий Сергеева юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тӑван ялӗнче пытарӗҫ.
Паян, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Мерчен» юрӑ-кӗвӗ залӗнче «Филипп Лукин – мастер песенной лирики» (чӑв. Филипп Лукин — юрӑ лирикин ӑсти) астӑвӑм каҫӗ иртмелле. Ӑна Филипп Лукин ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Филипп Миронович Лукина чӑвашсен профессилле музыкине пуҫараканӗсенчен тата аталантараканӗсенчен пӗри тесе хаклаҫҫӗ. Пултаруллӑ музыкант, композитор, дирижер, общество ӗҫченӗ тата педагогӑн вӗренекенӗсем Раҫҫейпе Чӑваш Енӗн музыка культурине илем кӳнӗ тесе пӗлтерет ЧР Культура министерстви.
Астӑвӑм каҫӗ паян Наци вулавӑшӗнчи 4-мӗш хутра 14 сехетре пуҫланать. Ҫитсе курас текенсене унта пурне те йыхравлаҫҫӗ.
Юбилея халалласа ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Чатукассинчи кану центрӗнче «Песней порадуем друзей» (чӑв. Юлташсене юрӑпа савӑнтарар) хӑй тӗллӗн вӗреннӗ хор ушкӑнӗсен фестивалӗ иртнине эпир пӗлтернӗччӗ.
«Красноармейски район энциклопедийӗ» пичетленнӗ. Кун пирки Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова пӗлтерет.
«Тӑван ене тӗпчес, ун пирки кӗнекесем ҫырса хатӗрлес туртӑм XXI ӗмӗрте уйрӑмах анлӑ сарӑлчӗ. Чӑваш Республикинче хӑйсен энциклопедийӗ пуррипе хальхи вӑхӑтра чылай район мӑнаҫланма пултарать. Акӑ вӗсен йышне Красноармейски районӗ те хушӑнчӗ», — тет вӑл.
«Красноармейски район энциклопедийӗ» Чӑваш кӗнеке издательствинче вырӑсла пичетленсе тухнӑ. Ӑна Л.А. Ефимов, В.М. Михайлов, И.А. Прокопьев, В.З. Константинов, М.П. Прохоров пухса хатӗрленӗ, ӑслӑлӑх редакторӗ – Л.Я. Ефимов истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор. Кӗнеке 1500 экземпляр тиражпа кун ҫути курнӑ.
«Красноармейски район энциклопедине» 2300 статья кӗнӗ, вӗсенчен 1360-шӗ – биографи, 900-шӗ – тематика статйисем, 900 яхӑн сӑн ӳкерчӗк, карттӑсем вырӑн тупнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче хӑйсен ӗҫченӗсене тав туса ҫыракан тупӑннине пӗлтернӗ. Ӑшӑ сӑмахлӑ ҫырӑва Красноармейски районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм Сергей Неяскин министр ячӗпе шӑрҫаланӑ.
Ҫырура вӑл пакунлисене хӑйсен районӗнчи Шурка ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗчӗк вӑрманта ҫӳп-ҫап тӑкса тултарнине пӗлтернине палӑртнӑ. Ҫавӑн пирки хӗрарӑм ШӖМӗн районти пайне систернӗ. Вырӑна полицин участокри уполномоченнӑйӗсем Павел Семенов тата Александр Павлов ҫитнӗ. Пакунлисем йӗрке тума пулӑшнӑ.
«Вӗсем питӗ кӑмӑллӑ калаҫрӗҫ. Кирлӗ хутсене ҫырса хатӗрлерӗҫ. Ҫуп-ҫапа кам тӑкса тултарнине палӑртрӗҫ. Ҫӳп-ҫап вырӑнӗ пӗр эрнере тасалчӗ», — хавхаланса та хӗпӗртесе ҫырнӑ Красноармейски районӗнче пурӑнакан хастар хӗрарӑм.
Красноармейски районӗнче Мефодьевсем тӑрӑшнипе кедр рашчи ӳсет. Хунавӗсене вӗсем хӑйсемех лартнӑ. Ҫемье ҫамрӑк йывӑҫсене ҫынсене тӳлевсӗрех парать. Калама кӑмӑллӑ: юлашки икӗ ҫулта районта 1500 кедр лартнӑ. Палӑртмалла: республикӑра кедр йывӑҫӗ нумаях мар.
Мефодьевсем кедр йывӑҫне виҫӗ ҫул каялла килӗштернӗ. Светлана Матвеевна унӑн сиплӗхӗ пирки нумай илтнӗ. Хӑйсем те ӳстерме шутланӑ: йӑрансем ҫинче халӗ хунавсем ҫитӗнеҫҫӗ.
«Упӑшкапа халӗ тин пурнӑҫ валли ҫуралнине туятпӑр. Плансем пысӑк. 1,5 гектар ҫинче вырнаҫнӑ кедр рашчине заповеднике ҫавӑрасшӑн. Ун тавралла 28 гектар ҫӗр никама кирлӗ мар выртать», - ҫапла пӗлтернӗ «Трак ен – кедр тӑрӑхӗ» проект тата «Виҫӗ хӗвел» этнопарк пуҫаруҫи «Чӑваш Ен» ПТРК корреспондентне.
Мефодьевсем рашчана кӗнӗ ҫӗрте телейлӗ ҫемьене сӑнлакан скульптура лартасшӑн. Эскизӗ пур, анчах ӑна пурнӑҫа кӗртме 150 пин тенкӗ кирлӗ. Мефодьевсем ҫынсем этнопарка килӗштерессе, вӑл вӗсен юратнӑ вырӑнӗ пуласса шанаҫҫӗ.
Чӑваш Енри 21 районтан хӑшӗсем ҫынсем эрех сахал ӗҫнипе палӑрса тӑнине пӗлес килет-и? «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта республикӑри районсен урӑ паспортне хатӗрленӗ.
Красноармейски тата Комсомольски районӗсенче пурӑнакан ҫынсем эрех-сӑрапа ытлах туслӑ мар иккен. Канаш, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче тӗпленнӗ халӑх вара пачах урӑхла – чылайӑшӗ «ҫуттипе» туслӑ-мӗн.
Танлаштарӑма юлашки виҫӗ ҫулти кӑтартусене шута илсе хатӗрленӗ. Пӗтӗмлетӗве Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑх конференцийӗнче пӗлтернӗ. Ӑна шӑпах урӑ куна халалланӑ (авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ). Статистикӑна хатӗрленӗ тухтӑрсен команди ҫакӑ вырӑнти тата республикӑри влаҫа ӗнсе хыҫамалли сӑлтав тесе шухӑшлать.
АВН | 08 |
Йӗпреҫ районӗнчи "Красный партизан" колхозри фермӑра. 18, апрель, 2014 ҫ.
Иосиф Дмитриев режиссёр, Трер псевдонимпа та паллӑскер, каласа панинчен:
ГИТИСра пӗлӳ илнӗ вӑхӑтра виҫӗ уйӑхлӑх практикӑра пултӑм. Ку тапхӑрта спектакль лартсан та, лартмасан та юратчӗ. Эпӗ хатӗрлерӗм. «Кӗре кӗрсен» постановкӑна аслӑ ӑрури артистсем паянхи кун та астӑваҫҫӗ. Анчах хӑшӗ-пӗри ӑна «Ферма хӗрӗсем валли мар ку» тесе тиркерӗ.
Кам-ха вӗсем, "ферма хӗресем"?
Выльӑх-чӗрлӗх фермисенче ӗҫлекен хӗрарӑмсене, тӗпрен илсен ҫамрӑкраххисене, ҫапла калаҫҫӗ чӑвашсем.
Вӑт ҫавсем тӗлӗшпе эп мухтав сӑмахӗ калама хӑтланса пӑхасшан. Ку ӑнлава илтсенех тӳрех унчченхи саманасенчи ҫамрӑк ӗне сӑвакансем аса килеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра, чылай ҫӗрте, унчченхи колхоз фермисем тахҫанах ӗнтӗ юхӑнса выртаҫҫӗ. Е, унта-кунта кӑштах пур пулсан та, ӗҫлекенӗсем нумаях мар.
Шупашкарта пурӑнакан 11 ҫамрӑк, 16-24 ҫулсенчи каччӑсем, суд сакки ҫине ларӗҫ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ.
Ҫамрӑксене ялти лавккасене ҫаратнӑшӑн айӑпласшӑн. Пӗлтӗр 21 ҫулти каччӑ преступниксен ушкӑнне йӗркеленӗ, унта унӑн 4 пӗлӗшӗ кӗнӗ. Тепӗр улттӑшӗ лавкка ҫаратас ӗҫе пӗр хутчен кӑна хутшӑннӑ, ушкӑн йышӗнче пулман.
Пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 8-12-мӗшӗсенче Шупашкар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш районӗсенче ҫӗрле ултӑ лавккана ҫаратнӑ. Пӗтӗмпе ҫур миллион ытла тенкӗлӗх япала, укҫа йӑкӑртнӑ. Ҫамрӑксем тепӗр лавккана та ҫаратма тӑнӑ-ха, анчах ӗҫ ӑнман.
Юлашкинчен вӗсене полицейскисем ярса тытнӑ. Палӑртмалла: темиҫе ҫамрӑкӑн тӗрмере ларса пӗтермен айӑплав пур.
Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри шкулсем пӗлӗве объективлӑ хакламан. Вӗсен списокне Вӗренӳ пахалӑхне хаклакан федераци институчӗн сайтӗнче пичетленӗ. Тӗрӗслев пахалӑхне Рособрнадзор пӗтӗмлетнӗ.
Тӳрех палӑртар: список вӑрӑм. Унта Чӑваш Енри шкулсем ҫеҫ мар, Раҫҫейри 3 пине яхӑн вӗренӳ учрежденийӗ пур. Пирӗн тӑрӑхрисенчен ҫакӑнта 21 шкул ҫакланнӑ.
Хулари шкулсенчен унта пӗр вӗренӳ учрежденийӗ кӑна. Вӑл — Шупашкарти 24-мӗш вӑтам шкул. Ыттисем — районсенчисем. Элӗк районӗнчен Чӑваш Сурӑм, Елчӗк районӗнчен Кивӗ Эйпеҫ, Ҫӗмӗрле районӗнчен Кӗҫӗн Тӑван, Комсомольски районӗнчен Анат Тимӗрчкасси, Вӑрнар районӗнчен Малти Ишек шкулӗсем лекнӗ. Унсӑр пуҫне — Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел, Шупашкар, Етӗрне районӗнсенчи икшер, Вӑрмар районӗнчи пилӗк шкул.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.